Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
2 Октябрӗн , 13:00

«Пушкăрт çурчĕ» программа шайĕнче 3 пин ĕç вырăнĕ уçăлĕ

«Пушкăрт çурчĕ» программăпа килĕшÿллĕн республикăра 3 пинрен кая мар çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме, сахал хутлă строительство объекчĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшне 2030 çул тĕлне 75 процента çити ÿстерме тата  20 пин çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма палăртнă.

«Пушкăрт çурчĕ» программа шайĕнче 3 пин ĕç вырăнĕ уçăлĕ
«Пушкăрт çурчĕ» программа шайĕнче 3 пин ĕç вырăнĕ уçăлĕ

Программăна уйрăм инвесторсен укçи-тенкипе пурнăçа кĕртĕç. 2024-2030 çулсенчи «Пушкăрт çурчĕ» сахал хутлă çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн концепцине ПР правительствин ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Назаров шухăшĕпе палăртнă мероприятисен концепцийĕ строительство материалĕсем кăларас енĕпе ĕçлекен производство хăвачĕсене хушма тиевпе тивĕçтернисĕр пуçне, строительство конструкцийĕсем тăвассипе çĕнĕ предприятисем уçма та май парать.

Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр строительствин тытăмĕнчи 62,1% ĕçсем уйрăм строительствăпа çыхăннă.

Программăн тĕп тĕллевĕ – сахал хутлă çурт-йĕр строительствин пайне ÿстересси. Палăртнине пурнăçа кĕртме çĕнĕ технологисемпе тата хальхи строительство материалĕсемпе, ҫав шутра республика территорийĕнче туса кăлараканнисемпе, усă курĕç.

Концепци тĕллевĕсемпе кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртес тесе çурт-йĕр строительствинче унччен маларах усă курман çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртĕç, инженерипе социаллă инфраструктурăна аталантарĕç. Çак тĕлĕшпе кÿршĕ регионсен опычĕпе паллашмалла, октябрь уйăхĕ вĕçлениччен концепцие хатĕрлесе çитермелле.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: