Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
22 Октябрӗн , 11:00

Кăçал Пушкăртстанри 300 аякри ялта та интернет пулĕ

Пĕтĕмĕшле программăна 1286 ялпа салана кĕртнĕ.

Кăçал Пушкăртстанри 300 аякри ялта та интернет пулĕ
Кăçал Пушкăртстанри 300 аякри ялта та интернет пулĕ

Юлашки пилĕк çул хушшинче Пушкăртстан ял-хуласене цифровизацилес ĕçре пысăк утăмсем турĕ. Халĕ çĕнĕлĕх аякри ял-саласене çитмелле.

Республикăра юлашки пилĕк çул хушшинче операторсем çичĕ пине яхăн базăллă станци хăпартнă тата юсанă. Карас çыхăнăвне (сотовая связь) пине яхăн ял-хулара ирттернĕ. Халĕ пире цифра танмарлăхне пĕтермелли программăна кĕртнĕ. Ун тăрăх 100-500 çын пурăнакан ял-саласенче  4G мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтермелле. Иртнĕ çул 242 базăлла станци хута янă, 242 ял-хулара çыхăну йĕркеленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: