Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
10 Ноябрӗн , 10:26

Автомобиль номерĕ çинче Раççейĕн виçĕ тĕслĕ ялавĕ пулмаллах

Автомобиль номерĕн сылтăм енчи аял пайĕнче Раççей триколорне çирĕплетесси çине малашне пысăк тимлĕх уйăрĕç. Çулталăх вĕçлениччен улшăнусене пула Р 50577-2018 -мĕш номерлĕ  ГОСТа  («Транспорт хатĕрĕсен патшалăх регистрацин паллисем. Тĕсĕсем тата тĕп виçисем. Техника требованийĕсем») çĕнĕлĕхсем кĕртĕç. Çакăн çинчен хăйĕн телеграм-каналĕнче РФ Патшалăх Думин информаци политикипе, информаци технологийĕсемпе тата çыхăнупа ĕçлекен комитет председателĕ Александр Хинштейн пĕлтернĕ.

Автомобиль номерĕ çинче Раççейĕн виçĕ тĕслĕ ялавĕ пулмаллах
Автомобиль номерĕ çинче Раççейĕн виçĕ тĕслĕ ялавĕ пулмаллах

Сăмах май, Раççейре автомобиль номерне тĕрлĕ хатĕрпе ятарласа  хупланăшăн е пытарнăшăн малашне çулталăк çура çити водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултараççĕ. Çак закона Патшалăх Думин депутачĕсем  пĕрремĕш вулавра çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх номерне водитель ятарласа хупланăшăн 5 пин штраф тÿлет е виçĕ уйăха правасăр тăрса юлма пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: