Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
11 Декабрӗн 2024, 10:50

Президент демографи тата çемье политикин Канашĕ çинчен калакан указа алă пуснă

Раççей президенчĕ декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнче патшалăх демографи тата çемье политикине пурнăçлас енĕпе Канаш йĕркелесси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Президент демографи тата çемье политикин Канашĕ çинчен калакан указа алă пуснă
Президент демографи тата çемье политикин Канашĕ çинчен калакан указа алă пуснă

Канаш РФ Президенчĕн демографи тата çемье политикине лайăхлатас енĕпе сĕнÿсем хатĕрлĕ, Ачалăх вунă çуллăхĕ шайĕнче иртекен мероприятисен планĕсене пурнăçланине тĕрĕслĕ.

Канаш председателĕн тивĕçне РФ Федераци пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко пурнăçлĕ.

Канаш председательне уйăх хушшинче Раççей Федерацийĕн Президентне Канаш çинчен калакан положени проектне çирĕплетме тата Канаш йышне кĕртме кандидатурăсем енĕпе сĕнÿсем пама хушнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: