Çакăн çинчен декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ĕпхÿри патшалăх искусство институчĕн воспитани, пултарулăх тата çамрăксен политикин проректорĕ Зиннур Сулейманов Пушкăртстан Республикин Обществăлла палатин ĕç ушкăнĕн-комиссин ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, ПР драматурги тата режиссура центрĕ «Башкортостан» киностудипе пĕрле «Сангат» Пушкăртстан халăх культурисен художествăпа çутĕç çĕнĕ каналне уçма культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ.
Ăна Пушкăртстан Республикинче иртекен культура пулăмĕсемпе мероприятисене, профессиллĕ тата хăйпултарулăх ушкăнĕсене, культурăпа истори центрĕсене, республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх культура центрĕсене халаллĕç. Çавăн пекех патриотла передачăсене те кăтартĕç.