Çтерлĕ районĕнче çакăн йышши икĕ лапам йĕркеленĕ. 2024 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа «Çĕнĕ Медиа тата маркетинг» юхăмпа Наумовка ялĕнчи модельлĕ вулавăш тухăçлă ĕçлет. Куганакри çамрăксен модельлĕ библиотеки «Раççейре шухăшласа кăларнă» федераллă проекта хутшăннипе çакăн йышши лапам уçма пултарнă. Ял вулавăшĕ «Халăх алăсталăхĕсем тата ремеслисем» юхăмпа «Генисен вырăнĕ» проект тăратнă.
«Генисен вырăнĕ» проект 2021 çулта РФ Культура министерстви пуçарнипе вăй илнĕ. Паянхи кун тĕлне проект çĕршывăн 81 регионĕнчи 531 библиотека никĕсĕ çинче пурнăçланать. Пушкăртстан Республикинче пултарулăха аталантармалли 22 вырăн йĕркеленĕ. Кăçал вара тата вун иккĕ уçĕç. Вĕсем те муниципаллă вулавăшсен никĕсĕ çинче ĕçлĕç.
Пултарулăха аталантармалли тата нетворкинг йĕркелемелли хăтлă хутлăха уçассипе çыхăннă чаплă церемоние шкул ачисем, хăнасем, Пысăк Куганак ялĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç. Салам сăмахĕпе Çтерлĕ район администрацинчи спорт культурин, çамрăксен политикин, обществăлла тата патриотла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçин çумĕ Юлия Каримова, «Радуга» ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Роза Сагитова, Çтерлĕ районĕнчи Тĕп библиотека системин ертÿçи Татьяна Афанасьева, Çтерлĕ районĕнчи вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Гульнур Асадуллина сăмах тухса каларĕç.
Проект кураторĕ Надежда Клюкина хăнасене «Генисен вырăнĕ» çĕнĕ проектпа паллаштарчĕ, проект шайĕнче иртекен мероприятисем çинчен каласа пачĕ, хăнасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. «Халăх алăсталăхĕсем тата ремеслисем» юхăма кăмăллакансем интереслĕ мастер-классем, экспертсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем, тарăн пĕлÿ паракан лекцисем тата ытти мероприятисем кĕтеççĕ.
Мероприяти вĕçĕнче халăх аслăсталăхĕсене тата декораципе ĕçлев ÿнерне халалланă мастер-классем йĕркелерĕç. Унта хутшăнакансем матрешкăсене илемлетес, пуканесем тăвас ăсталăхпа, интерьерти декупажпа паллашма пултарчĕç. Мастер-классене библиотека ĕçченĕсемпе «Радуга» ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогĕсем хатĕрленĕ. Шăпах асăннă учреждени проектăн ĕçтешĕ шутланать.
- Ял библиотекине ăруран ăрăва халăх хăйĕн ыйтăвĕсемпе, интересĕсемпе çÿрет. Шăпах кунта ял çыннин шалти тĕнчи тата культури йĕркеленет. Халĕ вара библиотека пултаруллă çынсене аталанма май паракан лапам пулса тăчĕ. «Генисен вырăнне» тата генисене çĕнтерÿсемпе ăнăçусем сунатăп! – терĕ Çтерлĕ район администрацинчи спорт культурин, çамрăксен политикин, обществăлла тата патриотла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçин çумĕ Юлия Каримова.
Çтерлĕ районĕ, Куганак ялĕ.