Регионти Соцфондăн пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, амăш капиталĕ шутĕнчен требованисене тивĕçтерекен тата пурăнма юрăхлă хваттер е çурт пулнине çирĕплетекен документ пулсан çеç туянма юрать. Асăннă хута муниципалитетсенче йĕркеленĕ ведомство хушшинчи комиссисем параççĕ.
Хатĕр çурта е ун пайне сутăн илме юрать. Пурăнмалли вырăн мĕнле шайра пулни çинчен çирĕплетекен хута илес тесен ведомствăсен хушшинчи комиссие заявлени памалла. Вĕсем ăна 30 кун хушшинче пăхса тухма тивĕç. Асăннă процедура тÿлевсĕр.
Амăш капиталĕпе ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатма усă кураççĕ. 2024 çулта республикăра çак тĕллеве пурнăçлама 17,5 пин сертификат хуçи усă курнă. Çĕнĕ йĕрке патшалăх пулăшăвĕпе пурăнма юрăхсăр çурт е хваттер туянассинчен сыхласа хăварĕ.