Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
25 Мартӑн , 14:51

Вĕренекенсем пенопластран çĕнĕ материал тунă

Благовещенск хулинчи 2№ шкул вĕренекенĕсем çитĕнÿ тунă. Шкул мастерскойĕнче пенопластпа гипса хутăштарса эксперимент ирттернĕ, унран кĕленче евĕр материал туса кăларнă.

Вĕренекенсем пенопластран çĕнĕ материал тунă
Вĕренекенсем пенопластран çĕнĕ материал тунă

Ачасем тĕпчевсене Благовещенскри пĕрлешÿллĕ металлурги компанийĕ (ОМК) труба тăсмалли арматурăсем туса кăларакан завод пулăшнипе ирттерме пултарнă. Ачасем уйласа кăларнă материалтан савăт-сапа, эрешсем тата ытти япалсем туса пулать. Вĕренекенсем декоративлă сервиз туса «Точка роста» центрсен регионти слетĕнче кăтартасшăн.

Благовещенскри ОМК волонтерĕсем «ОМК Партнерство» социаллă проектсен конкурсĕнче грант çĕнсе илнĕ. Çав укçа-тенкĕпе шкулти экологи мастерскойĕ валли фрезер станокĕ, электродрель, йывăç çинче çунтарса ÿкермелли 2 набор, пенопласт пухмалли контейнерсем, ятарлă тумтир, перчеткесемпе очкисем, ирĕлтерекен шĕвексем туяннă.

Паянхи кун тĕлне 60 çамрăк тĕпчевçĕ пенопласта тепĕр хут усă курассипе ĕçлеççĕ. Унтан витĕр курăнакан тăсăлчăк хутăш тăваççĕ. Унăн çăралăхне улăштарса сăрă, çилĕм, шыв витмен затирка, сĕтел-пукан лакĕ тăваççĕ. Çакă пултарулăха аталантарма май парать.

Çапла майпа ачасем психолог пÿлĕмĕ валли сусăр ачасен аллисене ĕçлеттермелли япаласем тунă. Йывăçран сервиз касса кăларса ăна «Пирĕн хула халапĕсем» тема ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Благовещенск хулин паллине –кăвакарчăн ăсталанă. Унăн чĕри тĕттĕмре çутатать. Тĕсĕ кайман сăрă хатĕрлесе волонтерсем парнеленĕ шурă футболкăсене сăрласа илемлетнĕ. Илемлĕ япаласене – пĕчĕк арча, значоксене, тĕрлĕ эрешсене ярмăрккăсенче, хулари уявсенче сутаççĕ, укçи-тенкине ырăлăх ĕçĕ валли уйăраççĕ.

«Благовещенск волонтерĕсен проекчĕ икĕ тĕллев пурнăçлать: пултаруллă ачасене пулăшасси тата тавралăха сыхласа хăварасси.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: