Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
22 Майӑн 2025, 11:00

Почта уйрăмĕнче МФЦ çăмăллăхĕсемпе тивĕçтереççĕ

Иглин районĕнчи Казаяк ялĕнче пурăнакансем хăйсен почта уйрăмĕнче МФЦ шайĕнчи патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Халĕ уйрăмра МФЦра анлă сарăлнă 10 çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. 2025 çулхи июль пуçламăшĕнчен çăмăллăхсен списокĕ анлăланĕ – 20 çитĕ. Унччен маларах çынсен район центрне çитмелле пулнă.

Почта уйрăмĕнче МФЦ çăмăллăхĕсемпе тивĕçтереççĕ
Почта уйрăмĕнче МФЦ çăмăллăхĕсемпе тивĕçтереççĕ

Казаяк ялĕнчи почта уйрăмĕ - МФЦ шайĕнчи патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен Раççей Почтин Пушкăртстанри пĕртен-пĕр уйрăмĕ. Çĕнĕ почта уйрăмне хăвăрт хăпартакан конструкцисенчен туса лартнă.    

 - Çитес вăхăтра çак çĕнĕлех Благовещенск районĕнчи Бедеева тата Кушнаренково тăрăхĕнчи Калтаево салисенче пурăнакансем патне çитĕ, - тесе пĕлтернĕ Раççей Почтин Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби.  – Виçĕ ял уйрăмне 2022-2024 çулсенче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пуçарнă ялти почта уйрăмĕсене çĕнетесси программăпа килĕшÿллĕн юсанă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас