Пур хыпар та
Çӗнӗлӗх
29 Августӑн 2025, 16:00

Дронсем ҫӗр законодательствине пăснă 300 ытла тĕслĕх асӑрханӑ

Кӑҫал  дронсем вӗҫев вӑхӑтӗнче пурӗ 2400 гектара яхăн ҫӗре тӗрӗслӗнĕ.

Дронсем ҫӗр законодательствине пăснă 300 ытла тĕслĕх асӑрханӑ
Дронсем ҫӗр законодательствине пăснă 300 ытла тĕслĕх асӑрханӑ

Апрель уйӑхӗнчен пуҫласа июль уйӑхӗччен ПР Росреестр пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пулӑшнипе Пушкӑртстанри 24 ялти 2626 гектар ҫӗре тӗрӗсленӗ. Дронсем пулӑшнипе ҫӗр законодательствине пӑснă 307 тĕслĕх тупса палӑртма, 219 реестр йӑнӑшне тӳрлетме пултарнă.

Пилотсӑр сывлӑш карапӗпе усӑ курса аэрофотосъемка ирттересси ҫӗр законодательствин требованийӗсене пӑснин паллисене тупса палӑртма, ҫавӑн пекех Пӗрлехи патшалӑх реестрӗн йӑнӑшӗсене тӳрлетме май панă, — палӑртнӑ регионти Росреестр ертӳҫи Петр Клец.

Вăл каланӑ тӑрӑх, пилотсăр вĕçев аппарачĕсем организацисен экономика процесне тата ҫынсен кулленхи пурнӑҫне хутшӑнмасӑр  тӗрӗслев ирттерме май параççĕ.

Кӑҫал вӗҫев вӑхӑтӗнче пурӗ пилӗк районти — Архангельск, Бирск, Гафури, Иглин, Татӑшлӑ тата Караидель районӗсенчи 31 ял территорийӗнчи 2400 гектара яхăн ҫӗрсене тӗпчӗҫ, - ӑнлантарнă Петр Клец.

Аэрофотосъемка материалӗсем анлă информаци параççĕ, картта ҫинчи объектсем ӑҫта вырнаҫнине тӗрӗс палӑртаççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас