Пушкӑртстан парламенчӗ "Вӑрҫӑ ачисем ҫинчен" регионти саккуна улшӑнусем хатӗрлет, вӗсем ҫак категорие кĕрекен граждансене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатӗҫ. Саккун проекчӗ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене паракан нумай функциллӗ центрсенче черетсӗр илессине пӑхса тухĕ.
Республикӑн Патшалӑх Пухӑвӗн председателӗ Константин Толкачев çакӑн евӗр норма Раҫҫейри темиҫе регионта ӑнӑҫлӑ ӗҫленине, вӑл тухăçлă та вырӑнлӑ пулнине палӑртнă.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 113 пин ытла "вӑрҫӑ ачи" – 1927 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнӑ граждансем пурӑнаҫҫӗ. Хальхи саккунсемпе вӗсем валли ятарлӑ удостоверенисем уйăрнă, пӗр хутчен паракан тӳлевсемпе тивĕçтереççĕ, черетсӗр медицина пулӑшӑвӗ тата социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисене кайма путевкӑсем илме пултараççĕ.