-13 °С
Пӗлӗтлӗ
2011 çулхи указпа килĕшÿллĕн ПР Наукăсен академин чăн пайташĕсем (академиксем) пулма - 32 çынна, член-корресподентсен йышне – 62 çын çирĕплетнĕ пулнă.
Регион пуçлăхĕн çĕнĕ указра улшăнусем кĕртнĕ. Пушкăртстан Республикин Наукăсен академин чăн пайташĕсем - 30 академик тата ПР НА член корресподенчĕсем 51 çын пулĕç.
Çавăн пекех регионти Наукăсен академин чăн пайташĕсемпе член-корреспонденчĕсене уйăхсерен тÿлекен укçа-тенке республика бюджетĕнчен академи валли уйăрнă укçа виçине шута илсе тÿлĕç.
Юрий СНЕГОПАД.