Документ ветерансен тата вăрçă инваличĕсен шутне кĕрекен категорисен списокне пуянлатать. Республикăри парламент председателĕ Константин Толкачев сăмахĕсем тăрăх, вăрçă ветеранĕсен шутне ятарлă çар операци территоринче минăсенчен тасатакан çăлав çарĕн йышĕнче тăракансене кĕртмелле.
Служба вăхăтĕнче йывăр суранланнă, сусăрланнă, чирленĕ çăлавçăсем вăрçă ветеранĕсен шутне кĕрĕç. Парламент спикерĕ вăрçă ветеранĕ (инваличĕ) статус социаллă пулăшу уйăрассипе çыхăннине те палăртнă. Вăл асăннă çынсем кашни кун хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр СВО тĕллевĕсене пурнăçлани, мирлĕ çынсен пурнăçĕсене хăрушлăхран сыхлани çинчен каланă. Çавăнпа та вĕсен сывлăхĕсене сиплемелли, пурнăç пахалăхне ÿстермелли социаллă пулăшусемпе туллин усă курмалла.
Инга ВАСИЛЬЕВА.