-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстанри муниципалитетсен Канашĕн информацийĕ тăрăх, Пелепей хулин администраци пуçлăхĕ пулма Татьяна Зубована çирĕплетнĕ. Татьяна Борисовнане ертÿçе суйласси тата унпа контракта алă пусасси Пелепей хулипе районĕн хула хутлăхĕн 14-мĕш ларăвĕнче иртнĕ. Депутатсем пĕр сасăллă пулса асăннă кандидатурăна ырланă.
Татьяна Зубова 2025 çулхи апрель уйăхĕнчен Пелепей хулин администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă. Маларах, 2024 çултан администраци пуçлахĕн çумĕ – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.