Урал сасси
+15 °С
Облачно
Çӗнӗлӗх
8 Мая , 11:00

Микроблă белок тума 7 млрд тенкĕ уйăрĕç

Çтерлĕ районĕнче çывăх вăхăтра микробиологиллĕ белок тата аминокислотапа витаминсем (вĕсем выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ çĕрте кирлĕ) туса кăларма пуçлĕç.

Микроблă белок тума 7 млрд тенкĕ уйăрĕçМикроблă белок тума 7 млрд тенкĕ уйăрĕç
Микроблă белок тума 7 млрд тенкĕ уйăрĕç

 Асăннă проекта Ĕпхÿри «Континент» тулли мар яваплă общество пурнăçа кĕртмелле, ăна Республика çуртĕнче иртнĕ Инвестици комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Компани директорĕ Галина Гуренко каланă тăрăх, инвестици калăпашĕ 7,2 млрд тенкĕпе танлашмалла, çĕнĕ производство сферинче 250 çын ĕçлемелле. Инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ чухне унăн ертÿçисем чи малтан налог тÿлемелли  çăмăллăхсемпе усă курĕç.

Микроблă белока, тепĕр майлă ăна гаприн теççĕ, метанпа бактери биомассине  хутăштарнипе çитĕнтереççĕ. Вăл тытăмĕпе чĕрчунсен белокĕпе пĕр пекрех, Раççее ют çĕршывсенче илсе килекен паха пулă çăнăхне çывăх.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас