

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хальхи финанс инфраструктури пысăк хуласенче пурăнакансен çăмăллăхĕ çеç мар, республикăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакансемшĕн те тĕп кирлĕлĕх пулнине пĕлтернĕ. Регионти финанс пулăшăвĕпе усă курассине ÿстересси пирки правительствăри оперативлă канашлура сÿтсе явнă.
— Эпир лайăх динамика куратпӑр, анчах лӑпланма иртерех, - пӗлтернӗ Наци банкĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Марат Кашапов. - Аякри ял ҫыннишӗн район центрне укҫа хывма е квитанци тӳлеме каясси ҫур кун йышăнать. Пирӗн тӗллев – пĕр пек майсем туса парасси. Ĕпхÿ хулинчи Ленин урамӗнче е Челябинск облаҫӗпе чикӗленнӗ ялта пурӑнать-и вăл, çыннăн хӑйӗн телефон экранӗ ҫинчен банк пулӑшӑвӗпе туллин усă курма май пулмалла.
Ырă улшăнусен шутне куçса çÿрекен пулăшу пункчĕсен шучĕ ÿсни кĕнĕ. Çавăн пекех 1,6 пин лавккара «кассăри укçа» çăмăллăх та пурнăçа кĕрет, çынсем тавар туяннă чухнех банк карттисенчен укçа хывма пултарççĕ. Ялсенче Госуслуги портала тата финанс операцийĕсене инçетрен кĕмелли вырăнсем уçаççĕ. Паянхи кун республикăра çакăн пек 32 лапам йĕркеленĕ.