+25 °С
Облачно


Кун пирки строительство министрӗ Артем Ковшов пӗлтернӗ. 470 млн тенкӗлӗх объект М-5 трасса патӗнче вырнаҫӗ, унта бетон, М100-М300 тата типӗ хутӑшсем, тимӗр конструкцисем, тимӗрпе бетонран хатĕрленĕ япаласем туса кӑларӗҫ. Комплекспа юнашар суту-илӳпе кану центрӗ вырнаҫӗ, унта туянакансем хатӗр продукцие саккас пама пултарӗҫ. Производствӑра 53 ҫын валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Строительство 2027 ҫулхи иккӗмӗш кварталта пуҫланĕ, проекта 2033 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта вӗҫлеме палӑртаççĕ.