Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
4 Декабрӗн 2023, 15:10

Аксаков елки 250 ачана пуçтарĕ

2024 çулхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пушкăртстанри сусăр ачасем (çав шутра ятарлă  çар операцине хутшăннă çынсен ачисем те) çулсерен иртекен Аксаков елкине пухăнĕç.

Аксаков елки 250  ачана пуçтарĕ
Аксаков елки 250 ачана пуçтарĕ

Çакăн çинчен Пушкăртстан правительствин оперативлă канашлăвĕнче çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлех паракан министр Ленара Иванова каланă.

Пĕтĕмĕшле республикăра сусăр ачасене Çĕнĕ çул мероприятийĕсене йĕркелессипе тата пылак кучченеçсем парнелессипе пысăк ĕç ирттерме палăртаççĕ. Хăйсем тĕллĕн утма пултарайман ачасене волонтерсем килĕсене çитсе саламлĕç. Тулли пурнăç йĕрки илсе пырайман 2 000 ача валли реабилитаци центрĕсенче Çĕнĕ çул утренникĕсем ирттерĕç. Халĕ мероприятисене хатĕрленмелли ĕçсем пыраççĕ.

Радий Хабиров муниципаллă пуçлăхсене асăннă ачасен елкисене çитсе курма, ачасене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрас тесе пурне те тума хушнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: