+11 °С
Пӗлӗтлӗ
- Муниципалитет пуçлăхĕсене тĕрлĕ фейерверксемпе иртĕхме кирлĕ мар тесе каласшăн, вĕсемсĕрех уява йĕркелеме пулать. Патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен ертÿçисенчен Çĕнĕ çул корпоративĕсене лăпкă та шавсăр ирттерме ыйтатăп. Сире коллективпа пухăнса пĕр бокал шампански ĕçме никам та чармасть, анчах та ытлашши кирлĕ мар. Сăпайлăх текен ăнлав пур, укçа-тенке те перекетлĕпĕр. Анчах та пирĕн, ертÿçĕсен, тĕп тĕллев çынсене кантарасси, вĕсем концертсемпе театрсене çитсе килччĕр, - тенĕ Радий Хабиров Республикăри управлени центрĕнче эрнесерен иртекен канашлура.
Юрий СНЕГОПАД.