Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
4 Кӑрлач , 17:15

Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă

Буздяк районĕнчи Терюш ял Канаш территорийĕнче Çĕнĕ çул умĕн юмах хули ÿссе ларнă. Çакăн çинчен республикăри управлени центрĕ пĕлтернĕ, вĕсем патне вара çак хыпара район администрацийĕ çитернĕ.

Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă

2024 çулăн символне – Аçтахана  тата упа, упăте ытти кÿлепесене вырăнта пурăнакансем хăйсем ăсталанă.

«Çав тери лайăх! Эсир питĕ те маттур, хăвăр тăрăхри çамрăксемпе ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр.», «Эх, мĕнле илемлĕ!»,  «Питĕ те чаплă.», «Малашне те çаплах маттур пулăр!», - тесе çырнă çынсем районăн социаллă сетĕнчи постра.

Сăмах май, Дуван районĕнчи Мясегутово ялĕнче те пуçаруллă çынсем юртан икĕ пысăк Аçтаха ăсталанă, вĕсене тĕрлĕ вырăнта вырнаçтарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Пушкăртстанри пĕр районта юмах хули туса лартнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: