Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
23 Кӑрлач , 15:06

Хĕрарăм лотерейăпа 1 миллион тенкĕ выляса илнĕ

Пушкăртстанра пурăнакан Дарья Аносова лотерейăпа 1 миллион тенкĕ выляса илнĕ.

Хĕрарăм лотерейăпа 1 миллион  тенкĕ выляса илнĕ
Хĕрарăм лотерейăпа 1 миллион тенкĕ выляса илнĕ

Çĕнĕ çул тиражĕн çĕнтерÿçи уяв вылявĕн билечĕсене çеç туяннине пĕлтернĕ. Вăл Çĕнĕ çул тиражĕн  6 билетне çывăх çыннисене парнелеме туяннă. Иккĕшне мăшăрне парнеленĕ. Çапла майпа 1 миллион тенкĕ выляса илнĕ.

 - Тираж вылявне тÿрĕ эфирта пĕтĕм çемьепе пăхрăмăр, билетри числосене туртса пытăмăр. Пĕринче пĕтĕм номерсем те тÿр килсен питĕ тĕлĕнтĕмĕр, савăнтăмăр, пĕр-пĕрне саламларăмăр. Паллах, лотерейпе çĕнтерекенсем çинчен пĕрре мар илтнĕ, анчах та вĕсен хушшине хам та лекессине пĕрре те шутламан, - каласа парать çĕнтерÿçĕ.

Дарья автосалонра суту-илÿ уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Çемьере икĕ ача çитĕнеççĕ, пушă вăхăтне вĕсемпе тăрмашса ирттерет. Шăпа пÿрнĕ укçа-тенкĕпе мĕнле усă курассине мăшăрĕпе канашлама уйлать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: