Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
15 Ноябрӗн , 21:50

Ĕпхÿре пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшĕ вырнаçтарнă

Пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшне Затон микрорайонта лартнă тесе пĕлтернĕ хула администрацийĕ. Капăр та илемлĕ йывăç «Волна» парка кĕнĕ çĕрти лапама хитрелетнĕ.

Ĕпхÿре пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшĕ вырнаçтарнă
Ĕпхÿре пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшĕ вырнаçтарнă

Унăн çÿллĕшĕ 20 метрпа танлашать, хулăнăшĕ – 40 сантиметр. Чăрăшăн тăван кĕтесĕ Затонах шутланать, ăна уйрăм çуртпа пурăнакан çыннăн пахчинчен хуçа хăй ирĕк панипе каснă. Çак вырăнта пурăнакансем çирĕплетнĕ тăрăх, йывăç ÿсĕмĕ 30 çул ытла пулмалла.

Чăрăша вырăна илсе çитерес умĕн çирĕп çыхса тураттисене пĕр çĕре пухнă, транспортпа турттарнă чухне лăссисене хуçас мар тесе. «Волна» парка çити çĕнĕ çул капăрне Ĕпхÿ хулинчи Ленин районĕнчи гражданла хÿтлĕх управленин ĕçченĕсем коммуналлă техникăпа ăсатнă.

Çĕнĕ çулăн тĕп символне Хĕл Мучипе Юр пике хаваспа кĕтсе илнĕ. Ăна транспорт çинчен антарсан Ленин районĕнчи хăтлăх кĕртекен службăн специалисчĕсем лапамра вырнаçтарма пуçланă. Хĕл кунĕсем килсе çитнĕ май, кун пек вырăнсенче пăр хуласем йĕркелĕç.

Сăмах май, Пушкăртстанра çĕнĕ çул чăрăшĕсем хатĕрлеме пуçланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: