Пур хыпар та
Çĕнĕ çул
26 Декабрӗн , 10:20

Республика елкине 1000 яхăн ача хутшăннă

Ĕпхÿре республика шайĕнчи Çĕнĕ çул елки иртнĕ. Унта 1000 яхăн ача хутшăннă. «Пушкăртстан» пушкăрт концерт залне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен ачасем килсе çитнĕ.

Республика елкине 1000 яхăн ача хутшăннă
Республика елкине 1000 яхăн ача хутшăннă

Республика пуçлăхĕ социаллă сетьсенче палăртнă тăрăх, хăнасен хушшинче лайăх вĕренекенсем, олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсен, пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçисем, ятарлă çар операцине хутшăннисен ачисем, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен шкул ачисем, сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнаймансем пулнă.   

«Ачасем пурте тĕрлĕ, кашнийĕн хăйĕн историйĕ, хӑйĕн ĕмĕчĕсем. Анчах эпир, аслисем, çав ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пултаратпăр», - палăртнă Радий Хабиров.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: