Декабрь уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫтерлӗре хула культура керменӗнче "Тавах" халӑх ансамбль (ертӳҫи – Ольга Иванова) йĕркеленĕ отчет концерчӗ шăпах çак йĕркесене аса илтерчĕ. Чылайăшĕ вара хайĕн ачалăх кунĕсене куç умне кăларса тăратса, асамлăх тĕнчине те путрĕ пулмалла.
Яланхи пекех ушкăн хастарĕсем куракансене хӑйсен юррисемпе тӗлӗнтерчӗҫ те, савӑнтарчӗҫ те. Çавăн пекех зала пухăннă халăха "Виват», "Солнышко" ансамбльсем ташшисемпе, "Телей" ушкăн (Галина Смирнова) тата Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковкăри "шурӑ чӑвашсен" "Селяночка" пултарулăх коллективĕ (Анна Данилова) юрă-кĕвĕпе тыткăна илчĕç. Уйрӑм юрӑҫ-хӑнасем - Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елена Федорова тата Галина Алексеевапа Анастасия Бочарова юрăçсем – уяв программине тата та ытларах пуянлатрĕç.
Çак илемлĕ те асамлӑ каҫ пирӗнпе пĕрле Çĕнĕ çул сăнарĕсем Ҫӗлен (рольне выляканĕ - Елена Федорова), Вилӗмсӗр Кащей (Владимир Петров), Тухатмӑш (Надежда Яковлева), Хӗл Мучипе (Константин Петров) Юр Пике (Ольга Никитина) пулчӗҫ.
Ятарлӑ çар операци пирки уйрӑм сӑмах каласа хăвармалла. "Ҫӑлтӑр тӑкӑнать" юрӑ янранă май залри хăш-пĕр çынсен куçĕсем куҫҫульпе йĕпенчĕç. Кашнинех ӗмӗчĕпе хаяр вӑрҫа хăвăртрах вĕçлесе çĕршыв хÿтĕлевçисене ырă-сывă таврăнтарас килчĕ. Кану каçне ятарласа йыхравланипе волонтерсем, "Аструм" суту-илӳ комплексӗнче Ҫӗнтерӗве хӑйсен ӗҫӗсемпе, укҫа-тенкӗпе ҫывхартма пулӑшакансем пулчӗҫ. Гуманитари пулӑшăвне йĕркелекен Иван (ашшĕ) тата Евгений (ывалĕ) Ивановсен ҫемйине чӗререн тав тӑватпӑр.
Вырӑнти чӑваш наципе культура автономин ертӳҫи Оксана Федорова тата унăн çумĕ Людмила Маркина пухăннă халăха ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа хулари культура керменӗн директорне Флюр Садыкова Тав ҫырӑвӗпе, "Тавах" чăваш халăх ансамблĕн ертӳҫине Ольга Иванована Хисеп хучӗпе чысларӗç.
"Шуратӑл" литпӗрлешӗвӗн яваплӑ секретарӗ, Раҫҫейри Çыравҫӑсен союзӗн пайташӗ Геннадий Челпир, республикӑри культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юрий Михайлов ҫитес Ҫӗнӗ ҫулпа саламланă май ансамбль хастарĕсемпе куракансене нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Пӗтӗм чунтан шанатпӑр ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул мирлӗ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, лӑпкӑлӑхпа татулӑх илсе килессе. Ҫапла пултӑрччӗ!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.