

Регионти культура министрĕ Амина Шафикова Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем валли 28 пин массăллă мероприяти йĕркелессине пĕлтернĕ. Тулли информаципе Культура министерствин сайтĕнче «Çĕнĕ çул календарĕ» пайра паллашма пулать.
СВО участникĕсен çемйисене, сывлăх енчен хавшак тата тăлăх ачасене пысăк тимлĕх уйăрĕç. Вĕсем мероприятисене тÿлевсĕр хутшăнма пултарĕç. Çакăн валли 17 пин йыхрав билечĕ хатĕрленĕ.
ПР çут ĕç министрĕ Ильдар Мавлетбердин палăртнă тăрăх, декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пушкăртстан» Патшалăх концерт залĕнче 1 100 шкул ачи валли республика шайĕнчи Çĕнĕ çул елки иртĕ.
Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова каланă тăрăх, 2026 çулхи январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх опера тата балет театрĕнче сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасем валли «Аксаков елки» йĕркелĕç.