+12 °С
Облачно


Пушкăртстанăн тĕп хули Куйбышев чукун çулĕн маршрутĕнче пĕрремĕш пулнă. Хăнасем тематикăллă вакунсене, вакун-ресторана, фотокупе тата пуçласа Юр королевин вакунне кĕрсе курнă. Унтан поезд Çтерлĕ хулине кайнă.
«Хĕл Мучи поезчĕ» Раççей чукун çулĕсен проекчĕ тăваттăмĕш çул Пушкăртстанăн тĕрлĕ хулисенче чарăнать. Иртнĕ виçĕ çулта ăна республикăра пурăнакан 55 пин çын кĕтсе илнĕ.