Урал сасси
+15 °С
Облачно
Çĕнĕ çул
29 Декабря 2025, 12:00

Çĕр çирĕм ача Кремль елкинче пулса курнă

Пушкăртстанри 120 ача Çĕнĕ çул умĕн Мускавра йĕркеленĕ Кремль елкине хутшăннă. Пĕтĕмĕшле унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 5 пин ача савăннă.

Çĕр çирĕм ача Кремль елкинче пулса курнăÇĕр çирĕм ача Кремль елкинче пулса курнă
Çĕр çирĕм ача Кремль елкинче пулса курнă

Кремльте иртекен уява Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе çĕнĕрен ирттернĕ. Кăçал унта пĕтĕм çĕршыври тата тăванла республикăсенчи ачасем пухăннă.

Кремль елкине ятарлă çар операцинче пуç хунă çар çыннисен ачисене, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекеннисене, пултаруллă çамрăк артистсене, спортсменсемпе  обществăлла организацисен хастарĕсене йыхравланă.

Ачасем Москвариума та, Европăри чи пысăк океанариум, çитнĕ. Тĕп уяв пуçланиччен пĕчĕк хăнасем юмахри сăнарсемпе пĕрле çĕнĕ çул картине тăнă, конкурссене хутшăннă. Мероприяти «Заветные куранты» спектакль пăхнипе вĕçленнĕ.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас