+12 °С
Облачно


Уяв тĕлне ятарласа капăрлатнă зала ял çыннисем хаваспах пухăннă. Çĕнĕ çул каçĕ Акçун ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров саламланинчен пуçланнă. Çакăн хыççăн куракансене саламлама Хĕл Мучипе Юр пике килсе çитнĕ.
Мероприятин тĕп пайĕ йăпану программинчен тăнă. Çĕнĕ çул уявне хутшăнакансем тĕрлĕ вăйăсем выляса савăннă, хĕллепе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, çĕнĕ çул юррисене юрланă, çавăн пекех алран алла тытăнса капăр чăрăш тавра ташланă. Кашнийĕ çав вăхăтра килес çул аван иртсе кайтăр тесе ĕмĕтленнĕ.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.