Раççей парламенчĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, документа историри йăла-йĕркесене упрасси социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе тата çамрăк ăрура кăмăл-сипет (нравственность) енчен истори ориентирĕсене никĕслес тĕллевпе çырса хатĕрленĕ.
Закон РФ правительствине яланах çунакан Ĕмĕрлĕх çулăмĕсем тата тĕрлĕ вăхăтра çунакан Астăвам çулăмĕсем валли тăкакланакан газ хакне хăй теллĕн палăртма ирĕк парать. Анчах та çак объектсем Раççей Хÿтелев министерствин централизациленĕ реестрĕнче пулмалла. Ун чухне кăвак çулăм тÿлевсĕр пулĕ.
Маларах çак пуçарăва РФ Президенчĕ ырласа йышăннă. Вăл Правительствăна тата «Газпрома» асăннă ыйтăва май уйăхĕн 1-мĕшĕччен татса пама хушнă.
Юрий СНЕГОПАД.