Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
26 Августӑн 2022, 12:40

Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур

Ĕнерхи кунччен Слакпуç ялне пырса кĕрсен чăваш литература классикĕсен Константин Ивановпа Ухсай Якковĕн палăкĕпе бюсчĕ умĕнче чарăнса тăраттăмар пулсан, халĕ кунта тепĕр бюст хутшăнчĕ. Вăл – Тăван çĕршывăн 1941-45 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă хăюллă артиллеристăн, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Спиридонович  Павловăн. 

Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур

Август уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăрçă паттăрĕ çуралнăранпа шăп та лăп 100 çул çитрĕ. Çак кун вăл пурăннă вырăнта Николай Спиридоновичăн ывăлĕ Анатолий Николаевич ( сăмах май вăл та çак кун çуралнă) тăрăшнипе бюст тата асăну паркĕ уçрĕç. Савăнăçлă церемонинче сумлă хăнасенчен Пелепей район администрацин пуçлăхĕ Азат Сахабиев, РФ Патшăлăх Думин депутачĕ Динар Гильмутдинов, ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем Марат Шафиков, Юнир Кутлугужин, Лия Хафизова, Салават Харасов, Антон Матренин, 1980 çулта Мускара иртнĕ Олимп вăййисен бронза призерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ Сергей Корнилаев, паттăрăн ывăлĕ Анатолий Павлов мăшăрĕпе, Ульяновск хулинчен килнĕ «Сăрнай» фольклор ансамблĕн артисчĕсем  ата ыттисем пулчĕç. Вĕсем пулас паркра чăрăшсем лартрĕç.

Бюстпа асăну паркне уçнă хыççăн ялти культура çуртĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Пуян та тулли программăллă концерт икĕ сехет ытла пычĕ. Куракансене  Мускавран килсе çитнĕ Алена Силпи юрăç, Ульяновскри «Сăрнай», Авăркас районĕнчи Шланлăри «Тăван кĕвĕсем» («Родные напевы»), Слакпуçĕнчи «Силпи», Пелепей хулинчи «Илемпе» ачасен ташă ушкăнĕсем тата уйрăм юрăçсемпе музыкçăсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Мероприяти çинчен тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн 35-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Халĕ Слакпуçĕнче Паттăрăн бюсчĕ пур
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: