Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
12 Нарӑсӑн 2023, 15:05

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул

Паян, февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан Тăван çĕршывăн Аслӑ вӑрҫин ветеранĕ, фронтовик Николай Михайлович Ефимов 102 ҫул тултарчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул

Çак ятпа ăна хула администрацин пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ  Эмиль Шаймарданов , ветерансен канашӗн председателӗ Талгат  Габитов тата Пĕтĕм Раççейри «Çарти тăванлăх» («Боевого Братство») Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Пушкăртстанри уйрăмĕн  Çтерлĕ хулинчи пĕрлĕхĕн председателӗ Алексей Осипов ӑшшӑн, пӗтӗм кӑмӑлтан саламларӗҫ.  Николай  Михайлович  хăнасене тарават кĕтсе илнĕ май хӑйӗн ӗмӗчӗпе паллаштарчӗ.

 - Аслă Çӗнтерÿ 80 ҫул тултарнине ӑспа та тӑнпа кӗтсе илесчӗ, -  терĕ вăл.

Эпир те фронтовикăн таса та çутă ĕмĕчĕ пурнăçланасса  шанса тӑратпӑр.  Сăмах май, кăçалхи январь уйăхĕнче Николай Михайлович çинчен «Ветеран Башкортостана» журналта  материал кун çути курнă, сăн ÿкерчĕкне унăн хуплашки çинчи пĕрремĕш питрех  вырнаçтарнă. Унта вĕсем Алексей Осиповпа ветеранпа  пĕрле.

Людмила МАРКИНА.

Çтерлĕ хули.

Редакцирен. «Урал сасси» хаçат коллективĕ тата унăн тусĕсем те Николай Михайловича 102-мĕш çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламласа сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр. Хисеплĕ те сумлă çыннăмăр, малашне те сирĕн пурнăç илемĕпе тата та нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр, çÿлти Турă вăй-хăват парса тăтăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранне - 102 çул
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: