Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿçĕ салтак
2 Ноябрӗн 2023, 10:20

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакăн юлашкисене тăван тăрăхĕнче пытарнă

Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Учалă районĕнчи Москово ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакпа сывпуллашнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакăн юлашкисене тăван тăрăхĕнче пытарнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакăн юлашкисене тăван тăрăхĕнче пытарнă

Шырав отрячĕн хастарĕсем паттăрăн юлашкисене Новгород облаçĕнчи Демянский районĕнчи Дедно ятлă вырăнта тупнă тесе пĕлтернĕ район администраци пуçлăхĕ Руслан Гилязетдинов.

Çакă паллă: Максут Мухаметович 1909 çулта çуралнă. 1942 çулхи октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Учалă çынни «Рамушевский коридор» районта шырав операци вăхăтĕнче  паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çавăнтанпа хыпарсăр çухалнисен шутĕнче юлнă. Паттăр салтака, сакăр вунă çул иртсен те, тăван тăрăхне таврăнма «Пушкăртстан Республикинчи Раççейĕн шырав юхăмĕ» регионти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Владимир Волков пулăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакăн юлашкисене тăван тăрăхĕнче пытарнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтакăн юлашкисене тăван тăрăхĕнче пытарнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: