Фронтра Николай Васильевич Сывлăш десант çарĕнче служба иртнĕ. Сумлă ватă ҫĕршыв фашизма çĕнтерес тесе тăрăшнă çулсене лайăх астăвать. Николай Васильевича 1942 çулта десант ҫарĕнче çар тивĕçне пурнăçлама янă. Вăл 3-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче разведчик пулнă. Ентешĕмĕр Киевшăн, Днепршăн çапăçнă, Австрипе Венгрие тата Чехословакие ирĕке кăларнă. Демобилизаци хыççăн Ĕпхĕве таврăннă, Урал политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ.
«Çулсем ветеранăн паттăр кăмăлне хуçман. Николай Васильев унчченхи пекех пурнăçри историсене шÿтлесе каласа парать, вăрçă çулĕсенчи кулленхи кунсене аса илет», - тесе çырнă Газизьян Ахмедьянов хăйĕн телеграм-каналĕнче.