Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
24 Апрелӗн 2022, 15:25

Росгварди паттăрĕсем Украинăри командировкăран Пушкăртстана тавраннă

Ĕнер, апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Ĕпху хулинче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Росгвардин республикăри управленийĕн пĕрлештернĕ подразделенин боецĕсене кĕтсе илнĕ. Вĕсем Украинăран йĕркеленĕ ятарлă çар операцинчен денацификаци ( çар хирĕç тăрăвĕсем хыççăн йĕрке туни)  хыççăн таврăннă.

Росгварди паттăрĕсем Украинăри командировкăран Пушкăртстана тавраннă
Росгварди паттăрĕсем Украинăри командировкăран Пушкăртстана тавраннă

Çирĕм автомобильтен тăракан пакунлă çынсен колонни Октябрьски, Туймазă тата Ĕпхÿ хулисен урамĕсем тăрăх иртнĕ. Асăннă хуласенче пурăнакансем  -  çарпа патриотизм клубĕсен воспитанникĕсем, ветерансем, автомобиль водителĕсем тата иртсе пыракансем -  алла ялав тытса Росгварди ĕçченĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ.

Патриотизмла флешмоба пакунлă çынсен республикăра юлнă ĕçтешĕсем те хутшăннă. Колонна иртекен патриотизм маршручĕ çине Росгвардин ведомство тулашĕнчи хуралăн автомобилĕсем (вĕсем çинче ятарлă операцин символĕсем пулнă) тухнă. Ĕпхÿри çар чаçĕнче йĕрке хуралçисене çывăх çыннисемпе тăванĕсем кĕтсе илнĕ.

Ĕпхÿ хулинче росгвардеецсене Росгвардин регионти управленийĕн ертÿçи Александр Бурдо полицин генерал-майорĕ кĕтсе илсе саламланă. Вăл вĕсене служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă. Çавăн пекех пурнăçшăн хăрушă та  йывăр кăткăс лару-тăрура професси енчен пысăк ăсталăх тата паттăрлăх кăтартнине палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: