Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
2 Октябрӗн 2022, 16:25

Пушкăртстанран мобилизацине лекнĕ арçынсем посылкăсем тăтăшах илсе тăрĕç

Çакна регион ертÿçи Радий Хабиров ĕнер мобилизациленĕ çар çыннисемпе Сарă ту (Саратов) облаçĕнче тĕл пулнă чухне пĕлтернĕ.

Пушкăртстанран мобилизацине лекнĕ арçынсем посылкăсем тăтăшах илсе тăрĕç
Пушкăртстанран мобилизацине лекнĕ арçынсем посылкăсем тăтăшах илсе тăрĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ тата республика ертÿçисем мобилизаци хыççăн вĕренÿ процесĕ иртекен Раççейри пилĕк региона çитсе курнă. Унта пирĕн ентешсем мĕнле вырнаçнипе паллашнă. Çавăн пекех пĕрле апат-çимĕç, гигиена тата йалари хатĕр-хĕтĕрсем, палаткăсемпе тумтирсем тата çемьесенчен посылкăсем илсе çитернĕ.  

Радий Хабиров каланă тăрăх, командованипе калаçса татăлса çакăн евĕр пулăшăва тăтăшах йĕркелеме палăртнă. Ăçта пирĕн салтаксем вырнаçнă, çав вырăнсене малашне пысăк автомобильсемпе кирлĕ тавара турттарма пуçлĕç. Çар çыннисене мĕнле япаласем  кирлĕ списока республика пуçлăхĕн канашçисемпе пĕрле сÿтсе явнă хыççăн çирĕплетĕç. Çакăн пекех ĕçе (япаласемпе тивĕçтерессине) Минигали Шаймуратовпа Александр Достовалов батальонĕсем валли те йĕркеленĕ.

«Эпир сирĕн çемйĕрсене те пулăшăпăр. Çакăн валли «Шаймуратов штабĕ» йĕркеленĕ. Унта сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем хăйсене хумхантаракан ыйтупа тухма пултараççĕ. Эпир хамăртан килнине пурне те тăвăпăр. Сирĕн çемйĕрсем хăйсене лайăх туйĕç», - тенĕ Радий Хабиров çар çыннисене тĕл пулнă чух.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: