Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
24 Октябрӗн 2022, 08:55

Салават Юлаев ячĕллĕ иккĕмĕш батальон йĕркелеççĕ

Пушкăртстанра Салават Юлаев ячĕллĕ иккĕмĕш батальон йĕркелесси çинчен телеграм-каналта Салават Юлаев ячĕллĕ пĕрремĕш батальонăн командирĕ Шалти ĕçсен министерствин отставкăри полковникĕ Артур Юмагужин пĕлтернĕ.

Салават Юлаев ячĕллĕ иккĕмĕш батальон йĕркелеççĕ
Салават Юлаев ячĕллĕ иккĕмĕш батальон йĕркелеççĕ

Унăн сăмахĕ тăрăх, нумайăшсем пĕрремĕш батальона хăçан йĕркелесе пĕтереççĕ тесе ыйтаççĕ.

- Паянхи кун тĕлне пирĕн батольона комплектланă, çывăх вăхăтра пухăнмалла пулать. Хăçан пухăнассине пĕлтерĕпĕр. Кам заявка панă вĕсене яланах çыхăнура пулма ыйтатпăр, - палăртнă Юмагужин. – Пирĕн батальона лекме кăмăл тунисем йышлă пулнăран, командовани пĕрремĕш батальона ăсатсан Салават Юлаев ячĕллĕ иккĕмĕш батальона йĕркелеме йышăну тунă.

Артур Юмагужин çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансене, силовиксен тытăмĕнчи отставкăри офицерсене иккĕмĕш батальон йышне çырăнма сĕннĕ.

- Паян сирĕн опытăр тата хăюллăхăр Тăван çĕршыва кирлĕ. Пĕр фронт пулса çапăçу хирĕнчи хамăрăн ентешсене пулăшар. Батальонăн филиалĕсем малтанхи йĕркепех ĕçлĕç. Эпир çĕнтеретпĕрех,- пĕтĕмлетнĕ Артур Юмагужин.

Аса илтеретпĕр, Салават Юлаев ячĕллĕ батальон хăйĕн представительствисене Çтерлĕпе Ишимбай, Сибай хулисенче, Серменпе Кивĕ Субханкулово, Малояз салисенче йĕркеленине пĕлтернĕччĕ.

Батальон пирки телеграмм-каналти «Народный батальон имени Салавата Юлаева» ушкăнра вуласа пĕлме пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: