Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
4 Мартӑн 2023, 14:50

Пушкăртстанра çĕнĕ батальонсене 100 ытла çынна йышăннă

Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленекен Даян Мурзин ячĕллĕ тата «Çурçĕр амур» («Северные амуры») батальонсен штабĕ пĕлтернĕ тăрăх, март уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне отрядсене 100 ытла çынна йышăннă. Вĕсенчен чĕрĕк пайĕ 50 çултан иртнĕ кандидатсем шутланаççĕ.

Пушкăртстанра çĕнĕ батальонсене 100 ытла çынна йышăннă
Пушкăртстанра çĕнĕ батальонсене 100 ытла çынна йышăннă

Хăйсен ирĕкĕпе çара кайма хатĕррисен шутĕнче темиçе аслă тата кĕçĕн офицерсем, вуннă ытла çын вăрçă çулăмĕ (Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕ, ятарлă çар операцийĕ) витĕр тухнисем. Хăй ирĕкĕпе килнĕ темиçе çын çарта хĕсметре пачах та тăман, икĕ çын вăрçăра пулнă, анчах та судпа айăпланнă. Çавăн пекех икĕ М.Шаймуратов орденĕн кавалерĕ пур.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: