Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
16 Мартӑн 2023, 10:00

Лăпкă çывăр, сержант!

Март уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕ, уйрăмах Кивĕ Сименкке ялĕнче пурăнакансем, паттăр салтакпа, артиллери дивизионĕнчи батарейăри танка хирĕç кĕрешекен ракета управленийĕн машина-операторĕн командирĕпе Сергей Машнин сержантпа сывпуллашрĕ. Ентешĕмĕр Украинăри ятарлă çар операцинче вăхăтсăр пуçне хучĕ.  Хăюллă салтака çар чысĕпе юлашки çула ăсатрĕç.

Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!

Контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçланă çамрăк каччăпа сывпуллашма официаллă çынсем – Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев, Пелепей тата Ермеккей районĕсен çар комиссариачĕн пуçлăхĕ Рустам Сахабов, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Антон Матренин, Сергей Машнин хĕсметре тăнă чаçри взвод командирĕ Андрей Крейда лейтенант – килсе çитрĕç. Унсăр пуçне паттăра тăванĕсемпе çывăх çыннисем тата пĕр ял çыннисем чыс турĕç.

ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Антон Матренин ПР Пуçлăхĕн Радий Хабиров ятĕнчен, Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн мĕнпур депутат корпусĕнчен Сергей Эдуардовичăн тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтерчĕ. Сывпуллашу церемонийĕнче взвод командирĕ те тухса сăмах каларĕ. Вăл Сергей çапăçу вăхăтĕнче хăйне шеллемесĕр юлташĕсене хÿтĕленине палăртрĕ. Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçине, чăн-чăн паттăра юлашки çула ăсатма килнĕ А.Сахабиевпа Р.Сахабов, Сименкке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Никитин та сăмах илчĕç. Вĕсем çамрăксем вăрçăра вилни калама çук пысăк çухату пулнине, анчах çакăн пек паттăрсенчен çĕршыв тăнăçлăхĕ килнине палăртрĕç.

Сергей Машнин сержант 2022 çулхи март уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа Луганскпа Донецк республикисен территорийĕнче ятарлă задачăсене пурнăçланă.

Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентеше Çветтуй Георгий орденĕн мухтав паллипе  - Георгий Хĕресепе  (IV степень), Хăюлăх орденĕпе наградаланă. Юлашкине пуçне хунă хыççăн илме тивĕçнĕ.

Сергей Машнин 1998 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Кивĕ Сименкке ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти шкулта тăхăр класс пĕтерсен Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледженче ăс пухнă. Çар тивĕçне Приморье крайĕнче, Уссурийск хулинче пурнăçланă. Çакăнтах контракт мелĕпе служба иртме тăрса юлнă. Çапла 24 çулхи çамрăк хăйĕн пурнăçĕн пĕрре виççĕмĕш пайне çарпа çыхăнтарнă, анчах та февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче каччă çар хирĕç тăрăвĕнче аманнă, мартăн 1-мĕшĕнче йывăр сурансене пула çар госпиталĕнче унăн чĕри тапма чарăннă. Ку – калама çук пысăк çухату. Питĕ шел…Йывăр тăпру çăмăл пултăр, паттăр!

Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Лăпкă çывăр, сержант!
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: