Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
3 Декабрӗн 2023, 15:10

Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă

Радий Хабиров Мускаври Бурденко ячĕллĕ госпитальте ятарлă çар операцинче аманнă, халĕ кунта сипленекен салтаксен пурнăçĕпе кăсăкланнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл вĕсене çĕршыва хÿтĕлес хĕсмет ĕçĕшĕн тав тунă, Шаймуратов генерал медалĕсене парса чысланă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă

«Кунта Калтасă, Салават, Авăркасă районĕсенчи тата Салават хулинчи каччăсене курма тÿр килчĕ. Ентешсем пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Район пуçлăхĕсем вĕсемпе яланах çыхăнура пулни пĕлтерĕшлĕ, тăван килтен посылкăсемпе хыпарсем илсе çитереççĕ,- тесе çырнă хăйĕн блогĕнче регион ертÿçи. – Эпĕ каччăсемшĕн кулянмастăп, мĕншĕн тесен çак госпиталь Раççей Оборона министерствин чи пысăк профессии шайенчи сиплев учрежденийĕ шутланать. Аманнă салтаксемпе офицерсене паянхи кун ыйтакан медицина мелĕсемпе сиплеççĕ тата реабилитаци ирттереççĕ».

Республика пуçлăхĕ каланă тăрăх, çĕршыв хÿтĕлевçисем хăйсене кунта лайăх туйни çинчен килĕсене хыпар çитерме ыйтнă. Радий Хабиров май тупса вĕсен çемйисене çитсе килме шантарнă.

«Мускавра пулнă май хамăрăн салтаксене тата мĕнпе пулăшма пултарни çинчен шухăшласа пăхăпăр. Пирĕн çĕршывăн тĕп хулинче Пушкăртстанăн представительстви пур. Аманнă çар çыннисене тăванĕсем килсе курнă вăхăтра пурăнмалли номерсемпе тивĕçтерĕпĕр», - палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ аманнă салтаксене Бурденко ячĕллĕ госпитале çитсе курнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: