Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
11 Кӑрлач , 16:55

Ятарлă çар оперцине почта урлă 5 пин посылка ăсатнă

2023 çулта  Пушкăртстанра пурăнакансем почта урлă ятарлă çар операцине  5 пин посылка ăсатнă. Çакна Почта çыхăнăвĕн федераллă управленин пресс-службинче пĕлтернĕ.

Ятарлă çар оперцине почта урлă 5 пин посылка ăсатнă
Ятарлă çар оперцине почта урлă 5 пин посылка ăсатнă

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисем валли почта уйрăмĕсенче посылкăсем тÿлевсĕр йышăнаççĕ. Посылка çинче çар чаçĕн номерне, çыннăн хушаматне, ятне çырмалла.

- Операторсем ăсатакан япаласене уçса пăхаççĕ. Пама юраман, час пăсăлакан япаласем пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Ăсатакан япаласен виçи 10 килограмран ытла пулмалла мар, çавăнпа  посылкăсене почта уйрăмĕсенче виçеççĕ, кирлĕ пулсан темиçе курупкана вырнаçтарса ăсатаççĕ. Раççей почти посылкăсене Мускври Оборона министерствин представителĕсене парать, лешсем хăйсем адресатсем патне çитереççĕ, - хушса каланă Почта çыхăнăвĕн федераллă управленинче.

Ятарлă çар операцине тÿлевсĕр посылка ямалли тĕплĕ информацие Раççей почтин контакт-центрĕн 8-800-100-00-00 телефонĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: