Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
11 Мартӑн , 16:59

Ятарлă çар операцин ветеранне экзоскелет илме пулăшнă

Пушкăртстанри Чишма районĕнчи Ильмир М. ятарлă çар операцинче суранланнă.

Ятарлă çар операцин ветеранне экзоскелет илме пулăшнă
Ятарлă çар операцин ветеранне экзоскелет илме пулăшнă

Мăй тĕлĕнчи çурăм шăммине хĕç-пăшалтан персе суранланнăран алли хускалми пулнă. Çакăн çинчен «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн регионти филиалĕнче пĕлтернĕ.

Учреждени специалисчĕсем ветерана экзоскелетпа тивĕçмелли документсене хатĕрлеме пулăшнă. Маларах салтака икĕ операци туса ирттернĕ, анчах та вăрах вăхăт реабилитаци ирттерсен те алă кирлĕ пек хускалман.

- Ксения Бортник социаллă координатор салтака пысăк  пулăшу парать. Февраль уйăхĕнче Ильмир ятарлă центрта тĕрĕслев иртнĕ, унăн виçисемпе параметрĕсене ÿкерсе илнĕ, унтан экзоскелет вырнаçтарнă. Халĕ ăна аманнă салтака юрăхлăрах тăвас ĕç пырать, - ăнлантарса панă фондра.

Малашнехи пурнăçра Ильмир кукамăшĕн çурте юсаса ял хуçалăх ĕçне илсе пырасшăн.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: