Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
15 Мартӑн , 10:00

Пушкăртстанри медицина сестри Донецкра çынсен пурнăçĕсене çăлать

Туймазă хулинче пурăннă, «Альба» хушма ят (позывной) илнĕ 31 çулхи медицина сестри иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче ятарлă çар операцине кайнă. Хĕрарăм Донецкри Авдеевка тăрăхĕнче мирлĕ çынсен тата салтаксен пурнăçĕсене çăлни паллă.

Пушкăртстанри медицина сестри Донецкра çынсен пурнăçĕсене çăлать
Пушкăртстанри медицина сестри Донецкра çынсен пурнăçĕсене çăлать

«Туймазинский вестник» район хаçачĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл çемьере виççĕмĕш ăрури медицина ĕçченĕ: асламăшĕ хăй ĕмĕрне фельдшерта ĕçлесе ирттернĕ, аппăшĕ районти больницăра аслă медицина сестри пулса вăй хурать. Аслă аппăшĕ те хăйĕн пурнăçне асăннă сферăпа çыхăнтарнă. «Альба» ятарлă çар операцине кайиччен Туймазă хулинчи клиникăпа диагностика инфекци центрĕн анестезиологипе реанимаци уйрăмĕнче ĕçленĕ.

 - Çакă манăн йышăну. Мана никам та ÿкĕтлемен. Унта мĕн пулса иртнине эпĕ хамăн куçпа курнă, веçех ăнланнă. Йышăнăва пилĕк минут хушшинче туман. Манăн çемьере медицина ĕçченĕсем нумай. Вĕсем çар çыннисем пекех, аллисенче шприцсем çеç. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан чылай юлташ-пĕлĕш Донбаса кайрĕç. Унта тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем çитменни çинчен пĕрре мар илтнĕ. Суранĕсем йывăр пулмасан та вăхăтлă пулăшу парса ĕлкĕрменнипе салтаксем вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Шăпах çакă çирĕп йышăну тума хистерĕ. Хамăн ума тĕллев лартса малти позицине яма ыйтрăм. Кунта хăрушлăх пысăк, çавăнпа çынсем яланах кирлĕ,  - каласа панă «Альба».

Медицина сестрин сăмахĕсем тăрăх, кунта кану кунĕсем пулмаççĕ. Тухтăрсем хăйсен тивĕçĕсене талăкĕпе канмасăр, çывăрмасăр пурнăçлани те пулать.

 - Çапăçусем пынă вăхăтра эпир эвакуаци вырăнне çитетпĕр, кунта аманнисене «хĕрÿ» позицисенчен илсе килеççĕ. Манăн тĕллев – пĕрремĕш пулăшу парса  машинăпа госпитале ăсатасси. Тĕрлĕ условисенче ĕçлеме тÿр килет: сĕм тĕттĕмре те, вут-çулăм ăшĕнче те. Çумра яланах пăшал, хальлĕхе çынна пеме тÿр килмен. Сурансем вара тĕрлĕрен пулаççĕ. Пурнăç çине урăх куçпа пăхатăн. Хăш-пĕр япаласем хăйсен пĕлтерĕшне çухатаççĕ. Кунта чăн-чăн çынсем – вĕсемпе вут-çулăм витĕр тухма, шыв-шур урлă каçма пулать. Хăвна чул стена хыçĕнче пекех туятăн,  - ăнлантарса панă медицина ĕçченĕ.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: