Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
21 Мартӑн , 15:40

Радий Хабиров ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă паттăрсен тăванĕсене патшалăх наградисем панă

Паян, март уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хулинче ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă паттăрсем тивĕçнĕ Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисене тăванĕсене парассипе çыхăннă церемони иртнĕ.  

Радий Хабиров ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă паттăрсен тăванĕсене патшалăх наградисем панă
Радий Хабиров ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă паттăрсен тăванĕсене патшалăх наградисем панă

«Паян эпир Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тивĕçлипе хисеп тăватпăр. Ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă паттăрсем тивĕçнĕ патшалăх наградисене вĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене патăмăр,  - тесе çырнă республика пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче. – Андрей Павлович Мигунов Афган вăрçин ветеранне, «Пушкăртстан» полкĕн танк батальонĕн командирне «Раççей Геройĕ» ята панă. Олег Павлович Маленкова, Игорь Ринадович Никитина,  Дим Минниярович Шарипова вилнĕ хыççăн «Хăюлăх» орденĕсем парса чысланă».

Радий Хабиров палăртнă тăрăх, асăннă çар çыннисем пысăк хастарлăх кăтартнă, паттăрла ĕçсем тунă.

«Вĕсем хăйсен пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлессине халалланă, вĕсен ячĕсем пирĕн çĕршывăн тата республика историне çырăнса юлĕç. Ĕмĕрлĕх мухтав пирĕн паттăрсене!Ĕмĕрлĕх астăвăм!» – палăртнă Радий Хабиров.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: