Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
24 Майӑн , 15:15

«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»

Лăпкă мар вăхăтра çар тивĕçне пурнăçлакан Раççей салтакĕсемпе пирĕн çĕршыв мăнаçланать. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенпе унăн тăван тăрăхĕнче пурăнакансем те мухтанаççĕ. Вăл ытти ентешĕсем пекех паттăрлăх кăтартса мирлĕ çынсен пурнăçĕсене çăлать, хăйĕн çĕршывĕн гражданĕсене хÿтĕлет,  çар задачисене пурнăçланă май ытти салтаксене пулăшу парать.

«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»
«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакансем çук мар. Вĕсенчен пĕри çак кунсенче отпуска таврăнчĕ.  Паттăрпа иртнĕ тĕлпулу Раççей ялавне çĕкленипе тата çĕршыв гимне итленипе пуçланчĕ. Шкул линейки вăхăтĕнче «Чăваш» хушма ятпа (позывной) чĕнекен салтак салам сăмахĕ каларĕ, ачасене футбол тата баскетбол мечĕкĕсем парнелерĕ. Унтан тĕлпулăва пухăннисем ятарлă çар операцинче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă Денис Алексеева шăплăх минучĕпе асăнчĕç, асăну хăми умне чечексем хучĕç. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова çар çыннине çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕшĕн чунтан тав турĕ.

Константин тĕлпулăва хăйĕн мăшăрĕпе килчĕ.  Вăл мĕншĕн ятарлă çар операцине хутшăнма йышăну туни çинчен каласа пачĕ.  Чăваш арĕ чĕре хушнипе контракта алă пуснă. «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта», - терĕ паттăр.

Хальхи вăхăтра «Чăваш» хушма ятлă салтак иккĕмĕш хут аманнă хыççăн реабилитаци иртет. Константин хăй вăхăтĕнче Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннине палăртса хăвармалла. Линейка хыççăн шкул ачисемпе вĕрентекенсем калаçăва класра тăсрĕç. Ачасем хăнана çар службипе, çар пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем пачĕç.

Пĕтĕмĕшле калаçу кăсăк та усăллă иртрĕ. Уйрăмах вĕренекенсене патриотизмла воспитани парас енĕпе. Тĕлпулу вĕçĕнче шкул директорĕ Наталья Корнилова мероприятинче пĕрле ÿкнĕ сăн ÿкерчĕке салтака парне туса пачĕ, тав турĕ, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарса киле çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕ.

Ирина КРЮКОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.

Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

    

«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»
«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»
«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»
«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç - малти вырăнта»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: