Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
5 Августӑн , 17:55

Салават районĕнчи салтак тăшманăн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă

Ятарлă çар операцине хутшăнакан Салават районĕнчи «Шах» хушма ятлă салтак штурм вăхăтĕнче Çурçĕр енчи фронтра 30 пилотсăр аппарата тĕп тунă. Вĕсем пурте пирĕн çарсен позицийĕсене сиен кÿме хатĕр пулнă. Çапла майпа боец хамăр салтаксен вуншар пурнăçне çăлса хăварма пултарнă.

Салават районĕнчи салтак тăшманăн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă
Салават районĕнчи салтак тăшманăн 30 дрон-камикадзине тĕп тунă

Юлашки штурм вăхăтĕнче «Шах» аманнă, хальхи вăхăтра Новороссийск хулинче госпитальте сипленет. Салтак каласа панă тăрăх, пĕр дрон-камикадзе пирĕн окопсем патне вĕçсе çитнĕ, юлашки самантра салтак унран тарса ĕлкĕрнĕ. Пилотсăр аппарат траншейăна пырса çапăннă та сирпĕннĕ, анчах та  çав вăхăтра «Шах» осколоксемпе аманнă тата контузи илнĕ. Вăл суранĕсене хăйех çыхса фронтăн малти лининчен тухма пултарнă. Ун хыççăн ăна медицина пулăшăвĕ панă.

Тăшманăн пилотсăр аппаратсем йышлă пулнине пăхмасар пирĕн çарсем штурм тактикине пăрахăçламаççĕ, кашни кун малалла талпăнаççĕ, тепĕр чухне талăкне темиçе çухрăм иртеççĕ тесе пĕлтернĕ «Шах».

«Çапăçу хирĕнче малалла куçасси фронтăн мĕнпур линийĕнче пулса иртет. Пирĕн ачасем маттур,  ăста та пĕлсе тата хăюллă та харсăр çапăçаççĕ. Паллах, чи пысăк чăрмав вăл –дронсем. Эпир вĕсене пульăпа перекен хатĕрсенчен  çапса антарма вĕренсе çитрĕмĕр. Эпĕ хам тăшманăн 30 пилотсăр аппаратне тĕп тунă. Суранланни кÿренмелле пулса тухрĕ. Тен, халь отпуск парĕç, киле кайăп, сипленсе каннă хыççăн каллех хамăр ачасем патне таврăнатăп» , - каласа панă салтак.

«Шах» каланă тăрăх, вăл виççĕмĕш хут аманнă, малтанхи иккĕшĕ ытлашши йывăр сурансем пулман. Пирĕн çарсем те халĕ пилотсăр аппаратсемпе анлă усă кураççĕ. Унсăр пуçне артиллери вăйлă та харсăр ĕçлет, штурмлакансене хÿтĕлесе пысăк пулăшу параççĕ. Çакă пурте пирĕн подразделенисене малалла куçма, кашни кун позицине лайăхлатма май парать.

«Шах» çывăх тăванĕсемпе çыннисене, мĕнпур ентешĕсене салам ярать. Килĕнче ăна арăмĕ тата хĕрĕ кĕтеççĕ. Салтак Украина çарĕсем йывăр лару-тăрăва лекнине хайĕн куçĕпе курать, чĕрипе сисет, çавăнпа та Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса шанать.

Аса илтеретпĕр: контракт мелĕпе çара каяс текенсем ирĕклĕ майпа йĕркеленекен батальонсен штабне çак адреспа çитме пултараççĕ: с. Малояз, ул. 60 лет СССР, д. 5, телефон: 8 (987) 592 70  59. Çавăн пекех «Защитник Отечества» фондăн филиалне 8  (987) 493 97 38, 8 (34777) 2- 00 -71 телефонсемпе шăнкăравлама пулать.  Унсăр пуçне контракта мĕнле майпа  çирĕплетесси çинчен пĕлме Лару-тăру (Ситуационный) центрне 112  е  8 (347) 218 -19 -19 телефонсемпе шăнкăравлăр. Контракта çалă пуснă хыççăн пĕр хутчен паракан тÿлев виçи пĕр миллион тенкĕпе танлашать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: