Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
10 Сентябрӗн 2025, 13:00

Кистенлĕсем паттăрпа тĕл пулнă

Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнчи культура çуртĕнче кĕске вăхăта отпуска таврăннă «Вулкан» хушма ятлă СВО паттăрĕпе тĕлпулу иртнĕ.

Кистенлĕсем паттăрпа тĕл пулнă
Кистенлĕсем паттăрпа тĕл пулнă

Чĕрĕ диалог формачĕпе йĕркеленĕ тĕлпулура кашнийĕ паттăра тав сăмахĕ калама пултарнă. «Вулкан» служба мĕнле иртни, çарти юлташĕсемпе тăван килтен инçетре пулнипе çăмăл мар тивĕçе пурнăçланă вăхăтра сиксе тухакан йывăрлăхсем çинчен каласа панă. Вăл волонтерсемпе ырă кăмăллă та пысăк чĕреллĕ граждансен пулашăвĕ виçесĕр пулнине палăртса хăварнă.

«Кирек мĕнле пулăшу та, çырусем-и, посылкăсем-и е ахаль ăшă сăмахсем-и, чуна ăшăтаççĕ, вăй-хал параççĕ», - тенĕ «Вулкан».

Кистенлĕ ялĕнче пурăнакансем май пур таран пулăшма, укçа-тенкĕ тата гуманитари пулăшăвĕ пухассине йĕркелеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Ял çыннисем «Вулкана» тата СВОна хутшăнакан ытти Раççей салтакĕсене Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн чунтан тав тунă.

Паттăрпа тĕл пулни, унпа калаçни пухăннисен чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă, халăхсен пĕрлĕхĕн вăйĕ çирĕп пулнине, Раççей салтакĕсем çĕнтерес шанăçа çирĕплетнĕ.    

Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.  

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас