«Утмăл çултан иртрĕм пулсан та паянхи кун та атте (йывăр тăпри çăмăл пултăр) каланă сăмахсем хăлхаран тухмаççĕ. Пирĕн çемьере çичĕ ача çитĕннĕ. Эпĕ тăваттăмĕш ача пулсан, паллах, манран аслисем те пулнă. Вĕсем – икĕ пичче тата аппа. Пиччесем саккăрмĕш класс пĕтерсе пыраççĕ, эпĕ вара шкула кайма хатĕрленетĕп. Шăпах çав вăхăтра атте, Петр Данилович Ефремов, каланă сăмахсем пуçа кĕрсе юлнă. «Офицер пулмалла, çар училищине вĕренме кĕмелле. Манăн эсир çар çынни пулнине курас килет», – тетчĕ вăл пиччесене кашни ункай килнĕ вăхăтра. Паянхи пуçпа уйлатăп та «Мĕнле-ха вăл ялти ахаль механизатор çакăн пек шухăшлама пултарнă?» текен шухăш çуралать. Шалт! тĕлĕнмелле.
Пурăна киле пиччесем аттен ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕç, пакунлă çар çыннисем пулса тăнă май çĕршыва тивĕçлипе сыхларĕç. Асли, Коля пичче, 25 çул хĕсметре тăчĕ, майор званипе отставкăна кайрĕ. Воронежри сывлăшпа инженери çар училищине вĕренсе пĕтерсен хăйĕн çамрăклăхне Калининград облаçĕнче тинĕс авиацинче ирттерчĕ, çемьеллĕ пулса виçĕ ача, икĕ хĕрпе пĕр ывăл, ашшĕ пулса тăчĕ. Паянхи кун ăна вĕсем тата мăнукĕсем савăнтараççĕ. Сăмах май, Коля пиччен ывăлĕ те (халĕ вăл майор) хăй вĕреннĕ çар училищинчех пĕлÿ илнĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Федераллă хăрушсăрлăх службинче (ФСБ) хĕсметре тăрать. Ăна çарти тивĕçĕсене пурнăçланă май виçĕ хутчен çуршар çул ятарлă çар операцинче те пулма тÿр килчĕ. Вăл хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлать, паянхи кун та ашшĕне тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн тав тăвать. Пиччен ывăлĕ кăна мар, хальхи вăхăтра Максим мăнукĕ те кукашшĕ пĕлÿ илнĕ Воронежри Жуковский ячĕллĕ сывлăш çар академинчен (хăй вăхăтĕнче училище пулнă) вĕренсе тухса офицер пулса тăнă, Инçет Хĕвел тухăçĕнче çĕршыв чиккине сыхлать. Капитан званипе çемьери çар династине малалла тăсать.
Иккĕмĕш пичче вара Алексей Ефремов çар ĕçне Новосибирскри аслă çар политика училищинче хăнăхнă. Офицер пулас ĕмĕтпе пурăнакан чăваш каччи кунтах хăйĕн мăшăрне тупнă. Белоруссинчен аслă шкула вĕренме килнĕ Светланăпа вĕсем Офицерсен çуртĕнче ташă каçĕнче паллашнă. 1982 çулта отпуска килсен çемье çавăрнă, пурăна киле ывăл çуралнă. Ăна Женя ят панă.
Маларах вара пичче Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухса Казахстанра салтакра пулнă. Хăйĕн пурнăç шăпине çар ĕçĕпе çыхăнтарасси шăпах кунта çуралнă, çак енĕпе малалла вĕренме кăмăл тунă. Новосибирскри çар училищинче алла диплом илсен çамрăк лейтенанта Чита облаçĕнчи аякри «Степь» гарнизона ăсатнă. 1983-1988 çулсенче Венгринчи Совет Çарĕсен Кăнтăр ушкăнĕнче хĕсметре тăнă. Кунтах вĕсен Юля хĕрĕ çуралнă. Совет Союзĕ саланса кайиччен тепĕр тăватă çул Белоруссинчи гарнизонсенче çĕршыва хÿтĕленĕ. 1992 çулта Алексей Петрович çемйипе тăван тăрăха – Пушкăртстана – таврăннă, çар ĕçне Ĕпхÿри летчиксен аслă вертолетпа авиаци çар училищинче тăснă. Çичĕ çултан подполковник званипе запаса кайнă. Çапла майпа 42 çулта çар пенсионерĕ пулса тăнă.
Канăва тухсан та пиччен малалла ĕçлес кăмăлĕ сÿнмерĕ. Унăн çарти ĕç опычĕпе пĕлĕвĕ гражданла пурнăçра та кирлĕ пулса тухрĕ. Малтан Ĕпхÿри юханшыв училищине ĕçе вырнаçрĕ, кăшт вăхăт иртсен ăна Ĕпхÿ район администрацинче гражданла оборона тата мобилизаци хатĕрленĕвĕн пай ертÿçи пулма шанчĕç. Çак ĕçре 23 çул вăй хучĕ. Уншăн 2011 çулта район территоринче вăл тăрăшнипе пĕрлĕхлĕ дежурствăпа диспетчер службине (ЕДДС) йĕркелени чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри шутланать. «Паянхи кун çак ĕç йăлана кĕнĕ пулăм, администрацисемшĕн кирлĕ звено пулса тăрать. 112 номерпе шăнкăравлан та васкавлă пулăшу бригади вырăна килсе те çитет. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те эпир инкек пулса иртнĕ вырăна килсе çитеттĕмĕр. Ейÿ вăхăтĕнче районти лару-тăрăва яланах сăнаса, асăрхаса тăнă. 70 ытла шыв пухăнакан вырăнтан 15-16-шĕ яланах хăрушлăх кăларса тăрататчĕç, çавăнпа та сыхă тăмалла пулнă. Пĕрлĕхлĕ дежурствăпа диспетчер службине йĕркелесен тепĕр çултанах пирĕн район çак енĕпе республикăра мала тухрĕ», – тет Алексей Петрович.
Запасри офицерпа унăн Светлана мăшăрĕ çемьери чи пысăк пуянлăх ачасем тесе шутлаççĕ. Вĕсем мĕн ачаран чыспа тивĕç текен ăнлавсене ăша хывса çитĕннĕ. Женя ывăлĕ 20 çул шалти ĕçсен тытăмĕнче хĕсметре тăнă хыççăн майор званипе полици ĕçне пăрахрĕ, 2023 çулта РФ Хÿтĕлев министерствипе виçĕ çуллăха контракт алă пусса ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. Хальхи вăхăтра «Пушкăртстан» полкра подразделенине ертсе пырать.
«Ывăл ятарлă çар операцине каймасса та пултаратчĕ пуль, анчах та вăл çапла татса каларĕ: «Манпа пĕрле пĕр класра вĕреннĕ икĕ юлташ СВОра. Апла пулсан манăн та унта пулмалла. Кайран манăн вĕсене куçĕсенчен мĕнле сăнпа пăхмалла?» – тесе каласа парать пичче.
Женьăн ывăл çитĕнет. Ашшĕн ырă тĕслĕхĕ 4-мĕш класра вĕренекен Константиншăн питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Ефремовсен йăхĕнче çĕршыв хÿтĕлевçи пулса çитĕнесси ăруран ăрăва куçни куç умĕнче-çке.
Мĕн каласан та, мĕн çырсан та паянхи кун манăн несĕлте çавăн пек пиччесемпе пĕр тăванĕн ачисем (племянники) пурришĕн савăнатăп. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, патриотизмла кăмăлĕсемпе çĕршыва малалла аталанма пулăшаççĕ. Çут тĕнчере çакăн пек çынсем ытларах пулсан пурăнма та çăмăлрах пулĕччĕ».
Елена ГРИГОРЬЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей хули.
Редакцирен. Петр Даниловичпа Лидия Семеновна Ефремовсем çичĕ ача çуратса ÿстерни çинчен эпир маларах палăртрăмăр. Вĕсенчен тăваттăшĕ аслă шкул пĕтернĕ, виççĕшĕ професси вăтам пĕлĕвне (техникум) илнĕ, ашшĕ-амăшĕн пехилне асра тытса тата совет самани пулăшнипе тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăнă. Паянхи кун вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе патшалăха усă кÿреççĕ.