Пур хыпар та
Çĕршыв хÿтĕлевçи
15 Нарӑсӑн , 16:30

Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ вулавăшра Тăван çĕршыв  умĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асра тытса «Салтак вăрçа суйласа илмест» истори сехечĕ иртрĕ. Ăна Совет Çарĕсене Демократилле Афганистан республикинчен илсе тухнăранпа 37 çул çитнине халалларăмăр.

Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать
Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать

Çак кун тĕлпулăва пухăннисем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе кăмăл çирĕплĕхĕ, паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнă совет тата Раççей çарĕн çыннисем çинчен ытларах калаçрĕç. Сумлă хăнасен шутĕнче Афган вăрçине хутшăннă Валерий Кузьмин, Клим Григорьев, Павел Иванов тата ятарлă çар операцин паттăрĕ Димитрий Митрофанов пулчĕç. Вĕсем Совет çарĕсене мĕн сăлтавпа Афганистан çĕрĕ çине илсе кĕни, вăл вăхăтри тĕнчери лару-тăрăва пула СССР мĕншĕн вăрçа хутшăнни çинчен каласа пачĕç. Ветерансем уйрăмах присяга тытнă салтаксем интернационалла тивĕçе пурнăçласа хăйсен пурнăçне те хĕрхенсе тăманни, йывăр лару-тăрура та çирĕплĕхпе чыслăх кăтартни çинче чарăнса тăчĕç. Ачасем панă ыйтусем çине хуравласа хăнасем хăйсен хĕсметре тăнă чухнехи асра юлнă самантсемпе паллаштарчĕç. Çамрăк ăрушăн пурте кăсăк пулчĕ: ветерансем мĕнле çарта службăра тăни, вăрçă хирĕнче хăрушă пулнипе пулманни, мирлĕ пурнăçа мĕнле хăнăхни тата ытти те.

Паллах, тĕлпулăва йĕркелекенсем паянхи кун çĕршыва хÿтелекен ятарлă çар операцине хутшăнакансем пирки те манмарĕç. Мобилизацине лекнисене тата кам хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнисене кашнине ятран аса илчĕç. Тĕлпулăва пухăннисем паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă, пирĕн асра юлнă салтаксен умĕнче пуç тайрĕç.

Альбина САЙДЯКОВА, Юмашри модельлĕ вулавăшăн ĕçченĕ.

Чекмагуш районĕ.

Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать
Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать
Салтак вăрçа суйласа илмест, вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас