Урал сасси
+15 °С
Ясно

В. Путин РФ Хĕçпăшаллă вăйсен штатне 1, 51 млн çар çыннине çитерме йышăннă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Хĕçпăшаллă вăйсен йышĕнчи штатсене çирĕплетнĕ. Çакăн пирки право информацин официаллă порталĕнче пĕлтернĕ.

В. Путин РФ Хĕçпăшаллă вăйсен штатне 1, 51 млн çар çыннине çитерме йышăннăВ. Путин РФ Хĕçпăшаллă вăйсен штатне 1, 51 млн çар çыннине çитерме йышăннă
В. Путин РФ Хĕçпăшаллă вăйсен штатне 1, 51 млн çар çыннине çитерме йышăннă

Указпа килĕшÿллĕн, Раççейри Хĕçпăшаллă вăйсен йышĕнче пурĕ 2 399 310 çын пулĕ, вĕсенчен 1 510 000 çар çынни пулмалла.

Çавăн пекех патшалăх пуçлăхĕ правительствăна РФ Хÿтĕлев министерстви валли бюджетран кирлĕ укçă-тенке уйăрса пама хушнă.

Асăннă документ ăна алă пуснă кунран (июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче) пуçласа вăя кĕнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас