

Нумай пулмасть вăл çемьери лару-тăрăва пула тăван тăрăха кĕске вăхăта таврăннă. Çак кунсенче вара фронта тухса кайнă. Муниципалитет администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ермеккей арĕ пушă алăпа çула тухман.
«СВОна пулăшу Ермеккей» волонтер ушкăнĕ çур кун хушшинче «Север» тата ытти салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухнă. Дронсемпе ĕçлекен операторăн машинине генератор, разведка тăвакан коптерсем валли батерейăсем, эмелсем, дронсенчен хÿтĕленмелли утиялсемпе маскировка сечĕсем, гигиена хатĕрĕсем, курăк чейĕсемпе тĕрлĕ апат-çимĕçсем тиенĕ.
- Ентешсен пулăшăвĕ çар задачисене пурнăçлама пулăшнисĕр пуçне чуна та ăшăтать, - тенĕ «Север».